Пĕрçырлан шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнчĕç

Пĕрçырлан шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнчĕç

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пĕрсырлан шкулĕнче  вĕренекенсемпе вĕрентекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнчĕç.  Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

Задачисем:

− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.