Пěрçырлан шкулěнче вěренекенсем Чăваш чěлхи кунне халалланă пысăк уява хутшăнчěç

Пěрçырлан шкулěнче вěренекенсем Чăваш чěлхи кунне халалланă пысăк уява хутшăнчěç

Ака уйăхěн 27-мěшěнче Палтайри вăтам шкулта Чăваш чěлхи кунне халалланă пысăк уяв иртрě. Етěрне муниципал округěнчи шкулсенчен чăваш чěлхине вěрентекенсем, советниксем тата хастар та пултаруллă ачасем хутшăнчěç. Çак уява хутшăнакансем чăваш çи-пуçěпе пулни уйрăмах чуна хавхалантарчě.

Палтайри вăтам шкулта вěренекенсемпе вěрентекенсем хăнасене ăшшăн кěтсе илчěç. Унтан Пěрçырлан культура çурчě çумěнчи «Сăр Ен» халăх фольклор ушкăнě ачасене кěнчелеççипе çип арланине, ал арманěпе тырă аврăртнине, пир çапнине пăхма сěнчě. Вěренекенсем кăткăслансах тимлерěç. Çак ěçсене пурнăçласси çăмăл ěç мар иккен. «Сăр Ен» фольклор ушкăнне хутшăнакансем çамрăк ăрăва хамар тăрăхри авалхи юрăсемпе паллаштарчěç. Епле илемлě те чуна пырса тивекен сăмахсем. Вěсенче чăваш халăх пурнăçě, йăли-йěрки сăнланнă.

Уява хаклă хăнасем, «Илем» халăх вокал ушкăнě, Шупашкарти Ф.Павлов ячěпе хисепленекен музыка училищинчи вěренекенсем, Чăваш Республикин тава тивěçлě култура ěçченě - Ольга Евгеньевна Охтёрова, чăваш тěррисене эрешлекен ăстасем - Максимова Елена Сергевна тата Козлова Вера Алексеевна, Раçсей журналисчěсен Союзěн члене – Савельева Вера Мефодьевна, Чăваш Республикин тава тивěçлě культура ěçченě – Першкина Юлия Валериановна, тěрě ăсти – Муравьева Раиса Венедиктовна.

Уявра хаваслă ташă-юрă, сăвăсем янăрарěç. Ачасем чăваш тěррисемпе паллашрěç, вăрттăнлăхěпе кăсăкланчěç.

Чăваш чěлхи, йăли-йěрки аталанса пытăр.